Пурнӑҫа хӑнӑхма, ыттисемпе хутшӑнма вӗренеҫҫӗ

 "РАСтем вместе" проекта "Чӑваш Ен" фонд пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал пуҫланӑ ӗҫ-пуҫ ҫитес ҫулччен тӑсӑлӗ. Проектпа килӗшӳллӗн регионти ресурс центрӗ валли тӗрлӗ хатӗр туяннӑ, кунти специалистсем ятарлӑ вӗренӳ витӗр тухнӑ. Халӗ центрта аутизм чирӗпе аптӑракан ачасене пурнӑҫа хӑнӑхма, ыттисемпе хутшӑнма, калаҫма вӗренме пӗтӗм май пур. Шел пулин те, ҫак амак ҫулсерен сарӑлсах пырать. Ҫавна май чирлӗ ачасене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне пулӑшу кирлех. 6 ҫулти Никита центра хаваспах ҫӳрет. "Аталану енӗпе те ачан ӳсӗмсем самаях пур", - тет арҫын ачан амӑшӗ.

Ресурс центрӗ аутизмпа аптӑракан 3 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи  ачасемпе ҫамрӑксене йышӑнать. Ҫулталӑкне вӗсем 3 хут реабилитаци тухаҫҫӗ. Ачасемпе кунта дефектолог, логопед, психолог, социаллӑ педагог тата методист ӗҫлет. Специалистсем ашшӗ-амӑшне те тимлӗх уйӑрма манмаҫҫӗ.

Тухтӑрсем кунта кашни ачапа уйрӑммӑн ӗҫлеҫҫӗ. Кунне сехет ҫурӑ вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Проектпа килӗшӳллӗн туяннӑ хатӗрсем вара ӗҫсене тата пахалӑхлӑрах пурнӑҫлама, вӗренӗве кӑткӑсрах ирттерме пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, чӑн-чӑн хваттер евӗр йӗркеленӗ пӳлӗмре ачасем кулленхи пурнӑҫра хӑйсене хӑйсем пӑхма хӑнӑхаҫҫӗ. Интерактивлӑ панельсем те вӗсене илӗртеҫҫӗ.

Тӑм мастерскойӗ те пур кунта. Ачасем ҫемҫе материалпа аллисене лайӑхрах ӗҫлеттереҫҫӗ, илеме курма тата мӗн те пулин ӑсталама вӗренеҫҫӗ. Хальхи технологи хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ пӳлӗмсем пур енлӗн аталанма пулӑшаҫҫӗ.

Тухтӑрсен сӑмахӗпе, аутизмран пач хӑтӑлма май ҫук. Ҫапах вӑхӑтра пулӑшу кӳрсен ача хӑй тӗллӗн тӗрлӗ ӗҫе хӑнӑхать, ҫынсемпе хутшӑнма пуҫлать, хӑйне хӑратакан туйӑмсене парӑнтарать. Ҫапла майпа вӑл ыттисенчен  нимпе те уйрӑлса тӑман ҫын пулма пултарать.

 СЮЖЕТ

Оксана Верликова, Святослав Петров.  



26 июля 2025
10:20